Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +8.3 °C
Тӑлӑх йывӑҫа тӑвӑл хуҫать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

«Шурӑ сӑнӑ» конкурсӑн положенийӗ

1§. Тĕп тĕллевĕсем

«Шурӑ сӑнӑ» конкурса ачасемпе çамрăксене тӑван халӑх культурипе кăсăклантарас, комьютерпа ӗҫлес ӑсталӑха аталантарас, чӑвашлӑх анлӑхне пысӑклатас тĕллевпе йĕркеленĕ.

Ăмăртӑва Чӑваш халӑх сайтне йӗркеленӗренпе 10 ҫул ҫитнине халалланă.

2§. Конкурс йӗрки

1. Конкурса пур ӳсӗмри ҫынсем те хутшӑнма пултараҫҫӗ.

2. Конкурса тӗнче тетелне вырнаҫтарнӑ сайтсем хутшӑнаҫҫӗ.

3. Сайтсен тематики тӗрлӗрен пулма пултарать.

4. Конкурса хутшӑнакан сайтӑн чӑвашла тулли версийӗ пулмалла. Темиҫе чӗлхеллӗ пулсан унӑн чӑвашла интерфейс пулмаллах; чӑвашла версийӗ материалпа тултарнипе вырӑслинчен 30% ытла катӑкрах пулмалла мар. Тӗслӗхрен, енчен те вырӑслинче 10 страница пулсан, чӑвашлинче 3 страница та пулин пулмалла.

5. Пӗр ҫын (е ушкӑн) конкурса пӗр сайт кӑна тӑратайрать.

6. Конкурса хутшӑнакан сайт http://top.chuvash.org каталогра регистрациленсе хӑйӗн ҫине унти шутлавҫа лартмалла.

7. Конкурса Чӑваш халӑх сайчӗн йышне кӗрекен сайтсем хутшӑнмаҫҫӗ.

8. Хутшӑнакан конкурса заявка (1-мӗш хушӑм) ярса панӑ тӑрӑх хутшӑнать. Заявка ярса паман е ӑна йӑнӑшпа ҫырса тултарнӑ пулсан сайт конкурса хутшӑнмасть. Заявкӑна йышӑнни пирки конкурс йӗркелӳҫисем электронлӑ адреспа (заявкӑра кӑтартнипе) пӗлтереҫҫӗ.

3§. Интернет конкурсăн çĕнтерÿçисене палăртасси

Интернет конкурсăн çĕнтерÿçисене комисси членĕсем палăртаççĕ. Ĕçсен пахалăхне палăртма çак критерисемпе усă кураççĕ: сайтӑн паянхи кунхи актуальноҫӗ; илемлӗхӗ; ӑна епле калӑплани.

Комисси членӗсем сайтсене баллсем парса хаклаҫҫӗ: актуаллах — 1–5; илемлӗхӗ — 1–10; калӑплавӗ — 1–10.

Хушма хаклавсем:

  • орфографи йӑнӑшӗсем пур е ҫук — -1 е +1 балл;
  • сайта карас телефӗпе усӑ курма хатӗрленӗ е ҫук — 0 е +2 балл;
  • сайтӑн ятарлӑ домен ҫукки — -2 балл;
  • сайта уҫнӑранпа иртнӗ вӑхӑт — 3 ҫул пулсан +2 балл; 1 ҫул ытла пулсан — +1 балл.

Комисси членӗсем пурӗ 3 вырӑн палӑртаҫҫӗ, вӗсене пӗтӗмӗшле балл пухни тӑрӑх йӗркелеҫҫӗ. Хутшӑнакан сайтсем ҫителӗклӗ пулсан 2-мӗш вырӑна 2 сайта, 3-мӗш вырӑна 3 сайта кӑларма пултараҫҫӗ.

«Халӑх кӑмӑлне килӗшнӗ сайт» номинацире http://top.chuvash.org каталогри шутлавҫӑ шутласа панӑ «пурӗ миҫе страница пӑхнӑ» уйрӑмлӑх (чи нумаййи) тӑрӑх палӑртнӑ сайт ҫӗнтерет.

Ҫӗнтерӳҫӗсене ятарлӑ чыслав туса парнесемпе тата хисеп хучӗсемпе чыслаҫҫӗ.

4§. Ăмăрту тапхăрĕ тата материалсене ярса памалли мелсемпе условисем.

Ĕçсене 2015 çулхи ҫурла (август) уйăхĕн 3-мĕшĕччен йышăнаççĕ. Заявкӑсене amartu@chuvash.org электрон адреспа ярса памалла.

«Халӑх кӑмӑллакан сайт» номинацие ҫурла уйӑхӗн 24-мӗшӗнче http://top.chuvash.org каталогри шутлавҫӑ кӑтартӑвӗ тӑрӑх палӑртаҫҫӗ.

Конкурс пӗтӗмлетӗвне 2015 ҫулхи авӑнӑн 7-мӗшӗччен Чӑваш халӑх сайтӗнче пӗлтереҫҫӗ.

5§. Ыйтусем

Ыйтусем сиксе тухсан 8-905-027-61-37 (Николай) номерпа е amartu@chuvash.org адреспа ыйтма пулать.


 
Категорисем: Конкурссем
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2015-01-26 14:54:26 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 2221 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем